Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасри «Парне» фольклор ансамблӗ Инди фильмне ӳкерме хутшӑнать.
Раҫҫейпе Инди пӗрле ӳкерекен «Плата за любовь» икӗ сериллӗ фильм режиссерӗ Бачан Бобби Шупашкарта тӑватӑ ҫул пурӑнать иккен. «Парне» ансамбльпе Бачан Бобби ҫурлан 10-мӗшӗнче паллашнӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи диаспорӑсен пайташӗсем тата Инди режиссерӗ чӑваш йӑлипе паллашас тӗллев лартнӑ. «Парне» юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Хайхисен пултарулӑхӗ Бачан Боббине кӑмӑлӑ кайнӑ-мӗн те вӑл вӗсене фильмра ӳкерӗнме сӗннӗ.
Ҫурлан 12 тата 14-мӗшӗнсенче ансамбль кинора ӳкерӗннӗ. Фольклор ансамбльне ҫӳрекен 12 ҫын фильмӑн халӑх йӑлипе-йӗркипе ҫыхӑннӑ пайӗнче ӳкерӗннӗ. Унта «Парне» юрату юррисене шӑрантарнӑ. Инди режиссерӗ «парнесене» массӑллӑ сценӑсенче те ӳкерӗнме чӗннӗ.
Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.
Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.
Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.
Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.
Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.
Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе Google тӗнче тетелӗнчи корпорацинчен ҫыру килнӗ. Унта Шупашкарти культура тата истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене), хула урамӗсене ӳкерме пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсене Google карттине панорама валли вырнаҫтарӗҫ.
Google картти ҫинче урамсене пӑхма пулать. Ку тӗнче тетелӗпе усӑ куракана географи тата культурӑпа истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсем тӑрӑх «ҫӳреме» май парать. Сӑнӳкерчӗксем пахалӑхлӑ, ҫавна май ландшафтӑн чи пӗчӗк пайне те курма май парать.
Ку проектра тӗнчери 30 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кӑна авӑн уйӑхӗнче ятарлӑ автомобиль ҫине лартнӑ камерӑпа усӑ курса ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе Питӗрте, Екатеринбургра, Дон ҫинчи Ростов хулинче, Чулхулара, Иркутскра, Орелта, Ставропольте, Брянскра, Читара, Владивостокра, Находкӑра, Кӑнтӑр Сахалинта тата ытти хулара пурнӑҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ культурӑпа истори еткерлӗхӗн объекчӗсене ӳкерӳ валли хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май унччен Google ураписем пирӗн хулана 2012 ҫулта ӳкернӗ — вӑл сӑнсемпе хальхи вӑхӑтра паллашма пулать. Ӳкерекен аппаратура юнашарти хӑш-пӗр яла та кӗрсе тухнӑ пулас — сӑмахран, Лапсар ялӗн Шоссе урамӗнчи сӑнсем пур.
Пӑтӑрмах пирки ҫыракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ахаль те нумай та, ҫапах та ку ӗҫ шӑв-шав ҫуратнисен шутне кӗнӗ май ун пирки асӑнмасӑр иртеймӗпӗр.
Инкекӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗ патӗнче пулса иртнӗччӗ. «Мерседес» урапапа (машинӑпа) пыракан 27 ҫулти Шупашкар хула ҫынни хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухса пӗр ҫемье ларса пыракан урапапа тӑрӑннӑччӗ. Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ, вӗсен икӗ ачи пульницӑна лекнӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче суд пулса иртнӗ. Инкеке лектернӗ арҫынна хупса хуман пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ун чухне шӑв-шав та ҫӗкленнӗччӗ темелле.
Ӗнер вара ку ӗҫпе тепӗр хутчен суд пулса иртнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупма йышӑнман пирки район прокуратурин республикӑн Аслӑ судне аппеляци представленийӗпе ҫитме тивнӗ.
Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьепе пырса ҫапӑннӑ арҫын суда пыман пирки икӗ хутчен суд ларӑвне куҫарма тивнӗ. Сӑмах май каласан, 27-ри водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ҫул-йӗр правилине вӑл унччен те пӑснӑ пирки ӑна маларах та явап тыттарнӑ пулнӑ.
Паян «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче пулнӑ. Вӗсене «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ. Вӗсене ҫулӑма пуҫ тайнине йӑлине кӑтартнӑ.
Апашри информаципе культура центрӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ сехет пулнӑ вӑхӑтра 20 ҫынран тӑракан пилот ушкӑнӗ Апаш купельне те ҫитсе килнӗ. Вӗсем пӑр пек шыва та кӗрсе тухнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Стрижи» пилаж ушкӑнӗ ӗнер пирӗн Шупашкарта пурӑнакансемпе унӑн хӑнисене авиа-шоу кӑтартса савӑнтарчӗ.
Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ.
Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна.
Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ.
«Юрма» агрохолдинг каллех ҫутҫанталӑка сӑтӑр кӳнӗ. Унччен, пӗлтӗрхи кӗркунне, ҫак предприятиех Йӑршшу юханшывне вараланӑччӗ. Шывра аммиак нумай пулнӑран пулӑсем вилнӗччӗ.
Хальхинче агрохолдинга пула ҫӳп-ҫап купи ӳссе ларнӑ. Унта — ҫӑмарта хуппи, чӑхсен пуҫӗсем, урисем, ҫуначӗсем, кӗлеткисем, тӗкӗсем. Ку йӗркесӗрлӗхе Шупашкар районӗнчи Ассакасси тата Чӗркаш ялӗнчи ҫынсем асӑрханӑ та РФ Ҫутҫанталӑк надзорне ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслеве ҫийӗнчех ирттернӗ. Ҫӳп-ҫапа чӑнах та «Юрма» агрохолдингран илсе тухнине палӑртнӑ.
Агрохолдингӑн должноҫри сӑпатне административлӑ явап тыттарасшӑн. Организацие ҫӳп-ҫапа пуҫтарттарнӑ, ҫав вырӑна дезинфекцилеттернӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ.
Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ.
Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнчи сӑваплӑ вырӑнта археологсем ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тӗлӗнмелле археологи палӑкне тӗпчессин малтанхи тапхӑрӗ 2012 ҫулта пуҫланнӑ. Унти материалсене «Шупашкар хули тата унӑн тавралӑхӗ Вӑтам ӗмӗрте: Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ» кӗнекере пичетленӗ. Тӗпчев ӗҫне ӗнер тепӗр хут пуҫланӑ.
Сӑваплӑ вырӑна тӗпчекенсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсӑлӑхӗсен институчӗн археологипе истори пайӗн специалисчӗсем тата Мари Элти ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ученӑйӗ Д.Ю. Ефремова. 10816 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи вырнаҫнӑ вырӑн XII–XIX ӗмӗрсене пырса тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӑлхар-чӑваш эткерлӗхӗн тапхӑрне тивет.
Этнологипе археологи сведенийӗсем тӑрӑх хакласан, унта пӑлхарсен, чӑвашсен тата ҫармӑссен тӗн йӑли-йӗрки палӑрать теҫҫӗ. Ҫав сӑваплӑ вырӑн ахаль объект кӑна мар, округри ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |